ЙЫХРАВЛАТПӐР! АВӐН УЙӐХӖН 8-МӖШӖНЧЕ «ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ УПРАСА АТАЛАНТАРАС ЫЙТУСЕМ» ҪАВРА СӖ...
ЙЫХРАВЛАТПӐР! АВӐН УЙӐХӖН 8-МӖШӖНЧЕ «ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ УПРАСА АТАЛАНТАРАС ЫЙТУСЕМ» ҪАВРА СӖТЕЛ ИРТӖ 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче «Чӑваш чӗлхине упраса аталантарас ыйтусем» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисен кунне тата Пӗтӗм тӗнчери хут пӗлӳлӗх кунне халалланӑ. ❗ Лару 10 сехетре пуҫланать. Тухса калаçакансем: 🎙 Алевтина Петровна Долгова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ. XXI ӗмӗрти чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ: тӗпчевсен ҫул-йӗрӗ тата хальхи ҫивӗч ыйтусем. 🎙 Олег Ростиславович Студенцов, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн аслӑ ăслăлăх ĕçтешĕ. Чӑваш чӗлхи тата право ӗҫӗ-хӗлӗ. 🎙 Владимир Кузнецов протоиерей, Шупашкар-Чăваш епархийĕн кĕнекесене чăвашла куçарса пичетлемелли редакци комиссийĕн председателĕ. Хальхи православи чиркĕвĕнчи чăваш чĕлхи: Турă сăмахĕн канонĕсене куçарни, прихутсен ĕçӗ-хĕлĕ тата пичет кăларăмӗсем. 🎙 Протоиерей Сергий Чернов, член редакционной комиссии Чебоксарско-Чувашской епархии по переводу и изданию книг на чувашском языке, настоятель Свято-Троицкого собора (г. Ядрин). Чувашский язык в современной православной церкви: перевод богослужебных канонов, приходская практика и новые книжные издания. 🎙 Ольга Геннадьевна Кузьмина, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн аслӑ ăслăлăх ĕçтешĕ. ГигаЧат сервиса чăвашлатас ĕçри лару-тăру. 🎙 Владимир Юрьевич Андреев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Электронлă текстсен орфографийĕ: иртни, хальхи тата ӳлĕмхи. 🎙 Денис Михайлович Леонтьев, младший научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук. Электронный корпус чувашского языка и проблемы проверки орфографии с использованием программы Hunspell. 🎙 Николай Алексеевич Плотников, «Чӑваш халӑх сайчӗ» тетел кӑларӑмӗн никӗслевҫи тата тӗп редакторӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ тӑван чӗлхе ӳсĕмне витĕм кӳни. 🎙 Александр Васильевич Блинов, «Язык для успеха» ют чӗлхе шкулӗн никӗслевҫи тата вӗрентекенӗ. Чӑвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕн хальхи проекчĕсем. 🎙 Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕ ҫумӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн» председателӗ. Тӑван чӗлхе – ачан ӑс-хакӑлне аталантаракан хӑват. 🎙 Альбина Евгеньевна Васильева, Хусан хулинчи ĕçлĕ çын. Ачасене тăван чĕлхе патне илентермелли майсем: чăвашла мультфильмсемпе пĕлӳ хатĕрĕсем. 🎙 Ольга Алексеевна Петрова, Чăваш пукане театрĕн актриси. Чăваш чĕлхи тата ача-пăча тĕнчи. 🎙 Ирина Петровна Лукина, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Икĕ халăх кӳршĕленнĕ тăрăхри чăваш чĕлхин хăй евĕрлĕхĕ (ăслăлăх экспедицийĕсен материалне тĕпе хурса). 🎙 Полина Владимировна Васильева, Чăваш патшалăх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн кӗҫӗн ăслăлăх ĕçтешĕ. Хальхи чӑваш эстрадин чĕлхе уйрăмлăхĕсем.