ЧӐВАШ НАЦИ БИБЛИОТЕКИНЧЕ ЮЛИЯ СИЛЭМ ПРОЗАИКА САЛАМЛАРӖҪ
ЧӐВАШ НАЦИ БИБЛИОТЕКИНЧЕ ЮЛИЯ СИЛЭМ ПРОЗАИКА САЛАМЛАРӖҪ 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Юлия Силэм – чӑвашсен паллӑ прозаикӗ – 75 ҫул тутарнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Пухӑннӑ хӑнасен шутӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫтешӗсем Альбина Мышкина, Вера Никифорова тата Надежда Ефремова-Ильина та пулчӗҫ. 🎙 Альбина Мышкина юбилярӑн пӗтӗмӗшле пултарулӑхне хак парса вӑл пултаруллӑ прозаик, сӑвӑҫ тата редактор пулнине палӑртрӗ. «Юлия Силэм хайлавӗсенчен чылайӑшне “юрату романӗ” тата философиллӗ стиль шайӗнче хакламалла. Тӗслӗхрен, “Амăшĕ патĕнче” повеҫре философилӗх уйрӑмах курӑмлӑ. Кунта хӗрарӑмӑн (амӑшӗн) хӗр туприпе килнӗ арчи пурнӑҫ, вилӗм тата ӑс-хакӑл символӗ пулса тӑрать. “Юр ҫинчи кăвайт”, “Çылăхлă хĕрарăм”, “Иккĕн” хайлавсенче вара юрату романӗн элеменчӗсем малти вырӑна тухаҫҫӗ: юрату туйӑмӗ, хӗрарӑм туйӑмӗсем, савнисен хушшинчи хутшӑнусем тата вӗсен тавра пулса иртекен тӗрлӗ пӑтӑрмахсем», – ӑслӑхҫӑ хӑйӗн шухӑшне ҫапла пӗтӗмлетрӗ. 🎙 Надежда Ефремова-Ильина салам сӑмахӗнче хӑй Ю. Силэм редакторпа мӗнле паллашнине тата хӑйне литература анине тухма пулӑшнине аса илчӗ, ӑна тав турӗ. Тухса калаҫакансенчен кашниех Юлия Силэмӗн паянхи чӑваш литературинчи пӗлтерӗшне кӑтартма тӑрӑшрӗ, малашне те ӳсӗмсен шутне пуянлатма тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.