💢Хисеплӗ ватӑ Мария Клементьевна Пыркина 96-а кайрӗ. — 10 июня 2026 г. в 11:54:51.010
💢Хисеплӗ ватӑ Мария Клементьевна Пыркина 96-а кайрӗ. Мария Пыркина 1931 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑскер, хӑйӗн ҫемйин тата пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗн историйӗнче манӑҫми йӗр хӑварса пурнӑҫ ҫулне утӑмлать. Унӑн ачалӑхӗ чи йывӑр ҫулсене – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи арканӑва - лекнӗ. Вӗренес кӑмӑлӗ ҫав тери пысӑк пулин те, тӑваттӑмӗш класс хыҫҫӑн малалла вӗренме тӳр килмен. Анчах ятарлӑ пӗлӳ ҫукки ӑна чӑн-чӑн ӗҫчен пулма чӑрмантарман. Ҫӗршывшӑн чи йывӑр вӑхӑтсенче Мария Клементьевна, хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗрле, ӗҫӗн пӗтӗм йывӑрлӑхне пӗлнӗ. Выҫлӑхпа сивӗ унӑн юлташӗсем пулса тӑнӑ. Ӗнесемпе ӗҫлесси, сухаласси тата сӳрелесси, вӗҫӗ – хӗррисӗр уй-хире алӑпа ҫумласси - кулленхи чӑнлӑх. Кашни кун ун чӑтӑмлӑхне тӗрӗсленӗ тейӗн, анчах вӑл парӑнман. Ҫул ҫитсен хӑйсен ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун Мария Клементьевнӑна (ялтилле каласан Майкка аппана) ывӑлӗпе кинӗ тимлеҫҫӗ. Ҫемье вучахӗн управҫине вӗсем ҫав тери лайӑх пӑхаҫҫӗ: сӗтел ҫинче вӗри апат, ҫемҫе кукӑль каймасть. Пурнӑҫ хӑй те, ҫак килӗшӳлӗхе курса унӑн кунӗсене тӑснӑн туйӑнать, ӑна ачисемпе, 15 мӑнукӗпе тата 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнма май парать. #БатыревскийОкруг #РавильЯмалетдинов

