💢 Общество палатин ларăвĕ иртрĕ — 15 июля 2026 г. в 07:17:25.307
💢 Общество палатин ларăвĕ иртрĕ ☑️ Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи Общество палатин II созыври пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов хутшăнчĕ. ✔️Общество палатин çĕнĕ йышĕ тăхăр çынран тăрать. Ларура Общество палатин регламенчĕ, структури, Общество палатин Канашне йĕркелесси, вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлесси пирки ыйтусене сÿтсе яврĕç. 🔷 Пĕрремĕш ларура Общество палатин Председательне суйларĕç. Яваплă тивĕçе малашне те Людмила Сафронова хисеплĕ педагог-ветеран ертсе пырĕ. Çавăн пекех председатель çумĕсемпе комиссисен председетелĕсене те палăртрĕç. 📌 Умра — суйлав. Кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Кирек хăш суйлав вăхăтĕнче те ăна уççăн ирттернипе пĕрлех граждансен прависене пăхăнни тĕп вырăн йышăнать. Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнче те суйлав кампанийĕ мĕнле пынине сăнаса тăрас тĕллевпе сăнав штабне йĕркелерĕç. Умра тепĕр яваплăх— сăнавçăсене вĕрентсе суйлава хутшăнма май туса парасси.

