Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани — 12 июня 2026 г. в 04:14:33.815
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани Хисеплĕ те хаклă ентешсем тата аякран килнĕ хăнасем! Сире Раççей кунĕ ячĕпе чун-чӗререн саламлатăп! Çак кун пирĕн çĕршыв яланах халӑх йăлисене хисеплекен, историне сума сăвакан тата пуласлăха хăюллăн пăхакан вырăн пултăр тесе сунатăп. Раççей вăйĕ — унăн халăхĕсен пĕрлĕхĕпе культурисен нумай енлĕхĕнче. Çулсерен шăпах Раççей кунĕнче эпир Акатуя — чăвашсен çурхи уявне, ака-сухана вĕçлекен уява — паллă тăватпăр. Ку — туслӑ пурăнакан пысăк çĕршывăмăрăн ырă тĕслĕхĕ, унта патшалăх уявĕсем халăхсен хăйне евĕр йăлисемпе килĕшӳллĕн çыхăнса тӑраççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун эпир çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр, производствăра мала тухнисене, професси енĕпе чи лайӑххисене чыслатпăр. Сире тата сирĕн çемйĕре çирĕп сывлăх, вăй-хал, чун лăпкăлăхĕпе кил-çурт телейне сунатăп. Кашни кун Тăван çĕршывпа мăнаçланнипе тата уншăн тата та лайăхрах пулас тесе тăрăшнипе тулли пултăр. #Иван_Михопаров

