Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров Чӑваш Республикин кунӗ ячӗпе саламлани:
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров Чӑваш Республикин кунӗ ячӗпе саламлани: Хаклӑ ентешсем! Сире Чӑваш Республикин кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Ку уяв — пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх пӗрлешсе вӑй илнине, унӑн историйӗпе, культурипе тата авалхи йӑлисемпе мӑнаҫланнине кӑтартать. Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ юратнӑ тӑван ҫӗрӗмӗре нумай ӑру хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата ӗҫӗпе чапа кӑларнӑ. Пирӗн мӑн асаттесен ӗҫри паттӑрлӑхӗпе эпир чӑннипех те мухтанатпӑр. Ҫак илемлӗ уяв пирӗн чӗресене савӑнӑҫпа тултартӑр, юратнӑ республикӑмӑр вара чечекленсе аталантӑр! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей, мир тата Чӑваш Ен малалла аталанса пытӑр тесен ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сывлӑхлӑ пулӑр! #Иван_Михопаров #ЯркоелетоЧувашии