Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем! — 24 июня 2026 г. в 06:16:33.049
Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем! Сире пурне те Республика кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Тăван республика аталанăвĕнче, вăл çулран çул ÿссе чечекленнинче пирĕн округăн, унăн ĕçчен те маттур çыннисен тÿпи те çителĕклех. Муркаш округĕ Чăваш Енре ырă ятлисен шутĕнче. Çакă округ ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнипе, кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене чун-чĕре хушнипе пурнăçланипе пулса пырать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв тăван килтен, хамăр урамран, тăван районтан, республикăран пуçланнине асра тытса пурăнать, ĕçлет, аслă ăру çыннисем çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçа мирлĕ ĕçпе çирĕплетме тăрăшать. Тавах сире çакăншăн. Малашне те Муркаш округĕ аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван ене, Чăваш Республикине, мăнаçлă Раççее юратма вĕрентесчĕ. Малашне те эсир, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, ÿсĕмлĕ вăй хурасса, районăмăр республикăра ырă ятлисен шутĕнче пултăр тесе тăрăшасса шанса тăратпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Муркаш округ пуçлăхĕ А.В. Иванов Муркаш округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.П. Давыдов.

