Петрова Елена Геннадьевна, член общественной палаты Яльчикского муниципального округа:
Петрова Елена Геннадьевна, член общественной палаты Яльчикского муниципального округа: Суйлав тапхăрĕ граждан обществин интересне, унăн шанăçне мала хурать. Халăхăн влаçа шанаслăхĕ кирек хăш шайри суйлава та тĕрĕс те уççăн ирттернинчен килет. Кунта суйлавçă прависене çирĕп пăхăнни тĕп вырăн йышăнать. Обществăлла сăнав штабне йĕркелени суйлава саккунпа килĕшỹллĕн ирттерме май панинче иккĕленмелли çук. Çакна иртнĕ сасăлав кампанийĕсем те уççăн çирĕплетрĕç. Штаб членĕсем хутшăннипе кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче иртекен РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ те уççăн та тивĕçлĕ иртессе шанса тăрăпăр.