Началась работа территориальных штабов общественного наблюдения — этот шаг уже прокомме...
Началась работа территориальных штабов общественного наблюдения — этот шаг уже прокомментировали члены Экспертного клуба Чувашии. Яковлева Зинаида Анатольевна, председатель общественной палаты Яльчикского муниципального округа: Умра суйлав. Кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр.Кирек хăш суйлав вăхăтĕнче те ăна уççăн ирттернипе пĕрлех граждансен прависене пăхăнни тĕп вырăн йышăнать. Общество палатин никĕсĕ çинче шăпах çак тĕллевпе обществăлла сăнавăн республикăри штабне туса хунă. Ку пĕрлĕх йышне общество палатин членĕсемпе пĕрле Чăваш Енри эксперт клубĕн членĕсем, Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн Чăваш Енри тата округри представителĕсем те кĕреççĕ.Елчĕк муниципалитет округĕн территорийĕнче суйлав кампанийĕ мĕнле пынине сăнаса тăрас тĕллевпе июлĕн 6-мĕшĕнче пирĕн округра та территори штабне тата ыйтусене вăхăтлă татса пама унăн йышĕнче тĕрлĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр. Умра тепĕр пысăк ĕç - сăнавçăсене вĕрентсе суйлава хутшăнма май туса парасси. Республикăра, округра иртекен суйлавсене тĕрĕс йĕркелеме, уççăн ирттерме тивĕçлĕ услови туса панине ырламалла анчах.