«Киле килсех сасӑлаттараҫҫӗ, питӗ савӑнатӑп ҫакӑншӑн»
«Киле килсех сасӑлаттараҫҫӗ, питӗ савӑнатӑп ҫакӑншӑн» 88 ҫулхи вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ Фаина Андреевна Кодякова суйлавсене сиктермесӗрех хутшӑнать. Ку вӑл кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ тесе шутлать. Пурнӑҫне Янӑш ялӗпе ҫыхӑнтарнӑскер хальхи вӑхӑтра хӗрӗ патӗнче Элӗк салинче пурӑнать. Ҫавӑнпа та хӑй патне Чӑваш Сурӑмӗнчи 221-мӗш суйлав комиссийӗ килессине пӗлсен вӗсене кӗтме урама тухнӑ. «Суйлава хутшӑнмасӑрах юласран хӑратӑп. Киле килсех сасӑлаттараҫҫӗ, питӗ савӑнатӑп ҫакӑншӑн», - ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ вӑл комисси членӗсене. Ҫулӗсем пур пулин те пурнӑҫри хастарлӑха ҫухатман-ха кинемей. Ачасемпе мӑнуксем валли тӑнӑҫ пурнӑҫ пултӑр тет. Ҫакӑншӑн пачӗ вӑл хӑйӗн сассине. #Аликовскийокруг #ЕДГ2026_Чувашия#УИК221