https://vkvideo.ru/video-216452215_456253933?t=34s — 26 июня 2026 г. в 07:18:24.883
https://vkvideo.ru/video-216452215_456253933?t=34s Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ те иртрĕ Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ те иртрĕ. Кăçал ăна Раççейре халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енре халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Уява Шупашкар тăрăхĕнчи Чăрăшкасси çывăхĕнчи Хĕвел уçланкинче йĕркелерĕç. — Паян кайса акма пулать çакăнпа. Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ халăхра. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани кăна пысăк тухăç илме май панă. Çакна шута илсех çĕр çынни ырми-канми тăрăшнă. Ĕçсем вĕçленсен вара пĕтĕм халăх уява пуçтарăннă. Йăла-йĕркепе килĕшӳллĕн ирттернĕ ăна. — Чăваш халăхĕ вăл ытти халăхсем пекех хăй йăли йĕркипе паллах пуян. Пирĕн йăла йĕркесем ман шутпа вĕсем хамăр аваллăхри вăйсене туйса паянхи пурнăçа йĕркелесе пыма май парать тата ыранхи пурнăçа питĕ хастаррăн ĕнесе утса пыма май парать. Темиçе çул Пĕтĕм чăвашсен акатуйĕ çĕршывăн тĕп хулинче — Мускавра —вун-вун пин çынна пĕр лапама пуçтарчĕ. Чăвашсем çеç мар, тĕрлĕ наци çынни пĕр картара юрласа-ташларĕ, вĕсене пирĕн чăваш культури, юрри-кĕвви, апат-çимĕçĕ хăпартлантарать, хавхалантарать. Кăçал Питĕрте Чăваш Республикин кунĕсене йĕркелĕç. Нева çинчи хула чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе çывăхрах паллашма пултарĕ. — Эпĕр пĕтĕм чăвашсен акатуйне Чăваш Республикинче пухăнни ман шутпа вăл пире тепĕр хутчен аса илсе кăна мар тата хамăр уйрăмлăха та туйса илме май парать. Ман шутпа кашни халăх çак пек хăйĕн уйрăмлăхне кăтартсассăн эпĕр паллах тепĕр хут хамăр пĕрлехĕн вăйне тепĕр хут туйса илсе, çак йăла-йĕркесен вăйне пĕрлештерсе паянхи йывăрлăхсене çĕнтерсе ыранхи тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма май тупатпăр тесе Пĕрлĕхре вăй. Çакă вăйă картинче те палăрать. Уява пухăннисем алла аллăн тытăнса пысăк ункă йĕркелерĕç. Кар тăрсан кăна пур йывăрлăха парăнтарма пулать. Акауй уявĕ çакна аван çирĕплетет те. Алексей Зотиков, Наталия Мальчикова, Алексей Андреев, Чăваш Ен наци телевидени

