Ҫӑлтӑрпи — 3 июня 2026 г. в 18:26:29.954
Ҫӑлтӑрпи Аякран курӑнать Ҫӑлтӑрпи Ҫӑлтӑрсем ан ӳкчӗр ҫӗр ҫине Ҫӑлтӑрсем ан ӳкчӗр ҫӗр ҫине Аякран курӑнать Ҫӑлтӑрпи, Ҫӳл тӳпери ҫут ҫӑлтӑр пики! Килӗшет вӑл мана ҫав тери, Пӑх! Курнать вӑл таҫтан мӗн тери! Уҫлӑхра Ҫӑлтӑрпи вӑй вылять, Ҫут хӗмне ҫӗр питне сапалать. Тÿпере вăл савӑк курӑнать, Черене манӑнне вӑй парать. Ҫӑлтӑр витӗр ҫулӗ курӑнать, Ӑна курсан чунӑм савӑнать. Пит ирӗк-ҫке унта уҫлӑхра, Ялан çакă кирлĕ пурнӑҫра. Улӑхӑттӑм ҫӑлтӑрсем патне - Улӑхмашкӑн унта чикмек ҫук. Чикӗттӗмччӗ хӗве ҫуттине - Вырнаçаймĕ, ăна пĕлме çук. Пурӑнӑттӑм ӗмӗр-ӗмӗрех - Вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук. Талпӑнӑттӑм эпӗ пурпӗрех - Ӗмӗре малалла тӑсма ҫук. Ҫӑлтӑрсем ан ӳкчӗр ҫӗр ҫине, Манӑн ҫӑлтӑр ҫӳлте, тӳпере. Уҫлӑхра лӑп тытчӑр хӑйсене, Унăн вăйĕ пытăр ĕмĕре. Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.

