👪 Приютово поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă тус-юлташăмăрсене, Николай Григорьеви... — 12 июля 2026 г. в 18:46:33.054
👪 Приютово поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă тус-юлташăмăрсене, Николай Григорьевичпа Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕНЕ, пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр! ❤ Николай Григорьевич, Валентина Васильевна, эсир пĕр-пĕрне чунтан юратса, хисеплесе, ăнланса пурăнни пире тĕлĕнтерет, чĕрене савăнтарать. Паянхи кунччен пĕрле пулни – пурнăçăн чи хаклă парни, пысăк телей. Эсир – пирĕншĕн чăн-чăн çутă тĕслĕх. Ытла та ăслă, ырă кăмăллă та ăшă чунлă çынсем эсир. Хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе, канашăрсемпе пире тĕрĕс çул кăтарса, хавхалантарса пыратăр. Сире пуриншĕн те чун-чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тăнăç пурнăç сунатпăр. Килĕр-çуртăрта яланах савăнăçлă кулă, ачăрсемпе мăнукăрсен хаваслă сассисем илтĕнччĕр. Пĕр-пĕрне малашне те çаплах юратса, хисеплесе, алăран ямасăр ĕмĕр-ĕмĕр пурăнăр. Пурнӑҫ кӗнекийӗ ҫырӑнать пӗр вӗҫсӗр, Хура-шур саманчӗ, пылакки...йӳҫҫи... Пулӑм ҫине пулӑм пӗр татти-сыпписӗр, Хӑш тӗлте пытаннӑ тупсӑмӑн уҫҫи? 💐 Ырă сунса тата хисеплесе – Пелепей хулинче пурăнакан Галина Кириллова ĕçтешĕ. Источник: ©Чувашская газета «Урал сасси

