Юпа уйăхĕн 11- мĕшĕ – Пушкăрт Республикин кунĕ
Юпа уйăхĕн 11- мĕшĕ – Пушкăрт Республикин кунĕ Пушкăртстанăм, чечеклен! Ман çĕршыв вăл - Пушкăртстан! Кам утайĕ унпа тан! Пушкăртстанăм! Эс пуртан, Савăнатăп кăмăлтан. Пушкăртстанăм сыв пулсан, Пурăнмашкăн та аван. Çĕшыву пуян пулсан, Ырлăхсем нумай куран. Пурте туслă пурнар -и? Кашнине сывлăх сунса. Илĕртÿллĕ курнар-и? Пуррипе ырлăх курса. Паян кун тупа тăвар, Юлташна çакна пĕлтер: Çĕршыва тĕрек сунар, Ун вăйне çирĕплетер. Пушкăртстанăм, чечеклен! Çуллен - çул эс тĕреклен! Мухтанатăп эп санпа, Яланах пул эс малта. Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.