ВĔРЕНТЕКЕН
ВĔРЕНТЕКЕН Вĕрентекен, ăс паракан Ачашăн амăшпе пĕр тан. Мухтатăп паянхи кунта, Пуçа таятăп умăнта. Ĕç курăмлă вăй-хал хурсан, Ыр ĕç нихçан та манăçмасть. Вăй-хал хуни те çухалмасть, Ĕçÿ-çке пит сăваплă сан. Канмасăр çĕрĕн-кунĕпех Хуратăн вăй кашнишĕнех. Пар, Турă, чăтăмлăх сана Пулмашкăн паттăр яланах. Хут вĕрентмешкĕн, вулама, Шута пĕлме, таса çырма, Тăван пуçламăш шкулăнта Эс пултаратăн пит ăста. Эсех вĕрентнĕ ачасем Çĕршывăмри хастар çынсем. Çĕтмен тĕнче кĕрлевĕнче, Мухтав та пур ячĕсенче. Пит кирлĕ халĕ пурнăçра Чыспа хастарлăх ачара. Вĕсем пулсан эс савăнан: Вăйна хуни сая кайман! Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.