Трактор рулĕ умĕнче - Анастасия Данилова — 23 июня 2026 г. в 14:00:04.316
Трактор рулĕ умĕнче - Анастасия Данилова Куюргазă районĕнче çуралса ÿснĕ Анастасия Данилова механизаторсен çемйинчен. Хĕрĕн ашшĕ Евгений Александрович, аслашшĕ Александр Данилов тата кукашшĕ Николай Волков çĕр çинче ĕçленĕ çынсем. Настя мĕн ачаран ашшĕпе, аслашшĕ-кукашшĕпе хаваспах уй-хире çÿренĕ. - Мана мĕнпурĕ те килĕшетчĕ: солярка шăрши, мотор сасси, кайăксем юрлани, каçхине хĕвел хĕрелсе анни. Уйрăмах уçă сывлăшра апатланма юрататтăм, апачĕ питĕ тутлă-çке, - тенĕ Настя Данилова. Паллах, тутлă. Мĕншĕн тесен ăна амăшĕ Валентина Николаевна пĕçернĕ. Хĕрарăм мăшăрĕпе пĕрле «Ватан» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать. Вăл повар та, кăлпасси тăвакан цехра та, лавккара та ĕçлет. Анастасия Ермолаево салинчи 1№ шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн ăçта вĕренме каясси çинчен пуç ватман. Тăван Холмогоры ялĕнчен аякра мар Маячный сали вырнаçнă. Унта Мелеузри нумай функциллĕ колледжăн уйрăмĕ пур. Шăпах асăннă учрежденинче анлă профильлĕ механизаторсене хатĕрлеççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8