Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тÿлевсене ÿстерĕç — 30 июня 2026 г. в 09:40:03.812
Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тÿлевсене ÿстерĕç Раҫҫей ҫыннисен уйрӑм категорийӗсене июль уйăхĕн 1-мӗшӗнчен социаллӑ тӳлевсен виҫине ӳстерӗҫ. Июнь уйӑхӗнче пурнӑҫ статусӗ улшӑннисен укçа-тенкĕ хисепĕ ӳсӗ. Сăмахран, сусăрсен I ушкăнне пуçласа кĕнĕ çынсен палăртнă тÿлевне икĕ хут ÿстерĕç. Хушса тÿлессине маларах çирĕплетнĕ пулсан тепĕр хут памаççĕ. Çавăн пекех пенсионерсен 18 çула çитмен ачисем е куçăн мелпе вĕренекен студентсем пулсан палăртнă тÿлеве иждивенецсен шутне кура ÿстереççĕ. Ял ĕçченĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çултан иртнĕ пулсан çирĕплетнĕ укçа çумне 25% хушса тÿлĕç. Ăна халиччен шута илмен пулсан Раççей социаллă фондне заявлени çырса памалла. Июль уйăхĕ пуçланиччен 80 çул тултарнисем хушма тÿлеве заявлени çырмасăрах илме пултарĕç. Кăçал тĕп тÿлев 9 584,69 тенкĕпе танлашать, 80 çул тултарнă хыççăн вăл икĕ хут ÿсет тата пăхмалли 1 413,86 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Çапла майпа уйăхсерен хушса тÿленекен укçа 11 пин тенкĕпе танлашĕ. Уйрăм регионсенче асăннă хисеп вырăнти коэффициентсене кура уйрăлса тăма пултарать.