Пушкăртстанра украинсем те тăван кил тупнă — 30 июня 2026 г. в 04:00:04.120
Пушкăртстанра украинсем те тăван кил тупнă Украинсем – Пушкăртстан территорийĕнче пурăнакан халăхсенчен пĕри. Вĕсем килсе вырнаçасси темиçе истори тапхăрĕнче пурнăçланнă. 2020 çулхи çырав тăрăх, пирĕн республикăра пурăнакан украинсен шучĕ 14 874 çынпа танлашнă. Пушкăртстанра украина халăхĕн чи пысăк шучĕ 1939 çулта (92 289 çын) пулнă. Пушкăртстана Украина çыннисем куçса килесси XVIII ĕмĕрте пуçланнă. Вĕсене патша правительстви Кăнтăр Урала, Уралçумне çар служби иртме тата патшалăх тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пулса иртнĕ буржуази реформи хыççăн Украина çыннисем Пушкăртстана куçасси вăй илет. Çакă крепостла йĕркене пăрахăçланипе тата экономика капитализмла аталану çулĕпе пынипе çыхăннă. Украина халăхĕ Пушкăртстана куçассин тепĕр тапхăрĕ 1917 çулхи революци хыççăн пуçланнă. Совет самани тапхăрĕнче çĕршывăн хĕвел тухăç енче çĕнĕ промышленность тата аграри районĕсене алла илнипе Украина çыннисем Пушкăртстана ытларах куçма пуçланă. Украинецсем уйрăмах пысăк йышпа республикăн тĕп тата кăнтăр, кăнтăр-хĕвел тухăç тата кăнтăр-хĕвел анăç районĕсенче вырнаçнă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://vk.cc/cL0Wy8