Тыр-пула йышăниччен мĕнпур элеватора тĕрĕслĕç — 8 июля 2026 г. в 12:37:25
Тыр-пула йышăниччен мĕнпур элеватора тĕрĕслĕç Çĕнĕ тухăç йышăнас умĕн Пушкăртстанри пур элеватора та тĕрĕслĕç. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, халĕ предприятисенче ревизисемпе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Регионта малтанхи культурăсене пуçтарма тытăннă ĕнтĕ, массăллă вырма компанийĕ 10-12 кунран пуçланĕ, çак вăхăт тĕлне тырă упрамалли вырăнсене хатĕрлемелле. Вăтăр тăватă элеваторта тыр-пул упрамалли пĕтĕмĕшле хăват 2,2 млн тоннăпа танлашать. Çавăн пекех предприятисен хăйсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ икĕ миллион тоннăпа танлашакан тыр-пул упрамалли вырăнсем те пур.
64 просмотров