Çар çыннипе тата çемйипе – ăшă тĕлпулу — 17 июля 2026 г. в 07:00:03.877
Çар çыннипе тата çемйипе – ăшă тĕлпулу СВОран отпуска килнĕ салтаксемпе тĕлпулу йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче те çакăн йышши черетлĕ мероприяти иртнĕ. Тăван ялне Павел Родионов кĕске отпуска таврăннă. Çар çыннипе Пишкайăнти культура çурчĕн тĕп культорганизаторĕ Е.Иванова, вулавăш ĕçченĕ Е.Захарова, А.Иванов таврапĕлÿçĕ курса калаçма, салтак пурнăçĕ мĕнле иртнине ыйтса пĕлме кăмăл тунă. Тĕлпулу ăшă лару-тăрура иртнĕ. Павел Родионов малти линири пурнăç, СВО зонинчи пурăнмалли условисем, хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр çар тивĕçне пурнăçлакан çарти юлташĕсем çинчен каласа панă. Çар çынни малашлăха оптимизпа пăхать, ятарлă çар операцийĕнче пирĕн çĕршыв çĕнтерессине шанать. Вырăнти таврапĕлÿçĕ А.Иванов хăюллă салтака çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн, хастар граждан позицине кăтартнăшăн тав тунă. Çавăн пекех ăна çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, килне ырă-сывă таврăнма суннă.