🌼Питрав – çу варри — 15 июля 2026 г. в 10:30:01.793
🌼Питрав – çу варри 🍂Питрав кунĕ, ăна июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче паллă тăватпăр, çу варри, утăçулмалли вăхăт шутланать. Питрав хыççăн çанталăк кĕр енне çаврăнать теççĕ. Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Питрав кунĕ умĕн, Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче хăнасем йышлă пухăнчĕç. Мероприяти вырăнти культура çурчĕн илемлĕхпе пултарулăх ушкăнĕн хастар пайташĕсен пуçарăвĕпе иртрĕ. Ăна Л.М. Петровапа П.В. Тимофеев ертсе пычĕç. 💥«Питрав пуххин» географийĕ чылай анлă сарăлнă. Питрав уявне вырăнти «Тăван кĕвĕсем», «Шурă хурăн» (Пишкайăн), «Ĕмĕт» арçынсен ансамблĕ, «Пилеш» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи - В.Г. Иванова, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ) хутшăнчĕç. Уяв алла-аллăн тытăнса пĕрлештернĕ пысăк вăйă картинчен пуçланчĕ. Çакă авалхи йăла çĕнĕрен вăй илнине аса илтерет. 👍Йĕркелÿçĕсем мероприятие хатĕрленсе чăн та пысăк ĕç тунă. Культура çурчĕ çумĕнчи пысăк лаптăк çинче тĕрлĕ площадкăсем йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/