Ялтан яла ыр хыпар салатакан Светлана — 15 июля 2026 г. в 06:00:14.553
Ялтан яла ыр хыпар салатакан Светлана Июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Раççей почтин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл июлĕн 12-мĕш кунĕпе тÿр килчĕ. Цифра технологийĕсем хăвăрт аталанаççĕ пулсан та, почта çыхăнăвĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Хальхи почта паянхи саманапа пĕр тан утать: пичет кăларăмĕсемпе посылкăсем илсе çитернисĕр пуçне унта коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме е пĕр-пĕр тавар туянма пулать, почта ĕçченĕсем пенси укçине киле илсе çитереççĕ. - Асăннă сферăра ĕçлекенсем тимлĕ, чăтăмлă тата яваплă пулмалла, - тет Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче пурăнакан Светлана Баязитова почтальон. Светлана Георгиевна 15 çул хушши асăннă ĕçре тăрăшать. Пенси çулĕсене çитнĕ пулсан та вăл юратнă ĕçне пăрахма васкамасть. - Тата икĕ-виçĕ çул ĕçлĕп-ха, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Уйăлка хĕрарăмĕ. Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕн маршручĕ тăватă ял витĕр иртет: Уйăлка, Эрехĕрри, Енкрел тата Николаевка. Çу кунĕсенче вăл рюкзака çурăм хыçне çакса, велосипед çине утланса çула тухать. Кĕркунне тата хĕлле вара, пылчăкпа сивĕре, çуран утма е çула май машинăсемпе усă курма тивет. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cO7YRl