Çыравçă çĕнĕ кĕнекепе савăнтарĕ — 15 июля 2026 г. в 04:00:01.896
Çыравçă çĕнĕ кĕнекепе савăнтарĕ Пирĕн ентешĕмĕр Дина Гаврилова (Надежда Григоренко) çыравçă кашни çулах тăван тăрăхне килсе çÿреме тăрăшать. Вăхăчĕ хĕсĕкрех пулин те республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенче пулса вулакансемпе тĕлпулу йĕркелеме майне тупать. Кăçал çавăн йышши пĕрремĕш тĕлпулу Пелепей хулинчи тĕп библиотекăра иртрĕ. Вулавăш залне кĕнĕ-кĕменех ăшă та хăтлă лару-тăру хуçаланни сисĕнет. Йĕри-тавра вазăри тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, кунтах çыравçăн кĕнекисен куравĕ те вырăн тупнă. Сăмах май каласан, чечекне Дина Гаврилован мăшăрĕ Александр Григоренко ятарласа автор çуралса ÿснĕ Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç тăвĕсем çинчен пуçтарнă. Пултарулăх каçне тĕп вулавăш ĕçченĕ Файруза Ардаширова çыравçа тата пуçтарăннисене саламланинчен пуçларĕ. Мероприяти пултарулăх интеллигенцине, чăваш хастарĕсене, вырăнти çыравçăсене тата хаçат ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ. Çав шутра Рудольф Павлов çыравçă, Дина Гавриловапа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаева тата ыттисем те пулчĕç. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/