СВО ветеранĕ фронтран таврăнсан юратнă ĕçне кÿлĕннĕ — 24 июля 2026 г. в 08:00:04.674
СВО ветеранĕ фронтран таврăнсан юратнă ĕçне кÿлĕннĕ Учалă районĕнчи ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Сергей Феденев бизнес йĕркеленĕ. Арçын йывăçпа ĕçлеме юратать, ăна касса эрешлет. Унсăр пуçне вăл сĕтел-пукансем, пусмасем ăсталать. Салтакăн мирлĕ пурнăçри ĕç-хĕлĕ çинчен ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров каласа панă. Сергей Феденев хăй вăхăтĕнче, Çурçĕр Кавказри служба хыççăн, пилорама уçнă пулнă. Вăхăт çитсен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Донбаса тухса кайнă. Ветеран килне таврăнсан каллех юратнă ĕçне кÿлĕннĕ. Андрей Назаров сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн Сергей Феденев социаллă контрактпа усă курса реймусовый станок туяннă. Ăна патшалăх пулăшăвĕ илме Учалă хулинчи «Манăн бизнес» центр специалисчĕсем пулăшнă, кирлĕ документсене хатĕрленĕ, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ пулма пултарнине шутласа панă.