💥Григорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилей — 24 июля 2026 г. в 04:00:03.030
💥Григорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилей 💐 Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Григорьевсен пысăк та туслă çемйинче кăçал тÿрех виçĕ пĕлтерĕшлĕ пулăма уявларĕç. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çемье пуçĕ Валентин Алексеевич 85 çул тултарчĕ пулсан, июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче (документ тăрăх 21-мĕшĕнче) кил ăшши управçи Мария Павловна хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унсăр пуçне çав икĕ дата хушшинче хăйсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнĕ ятпа та, бриллинат туй ячĕпе, салам сăмахĕсем йышăнчĕç. 📝 Валентин Алексеевич та, Мария Павловна та вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çуралнă ачасем. Валентин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, Маня (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуçĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вĕсен шăписем те пĕр евĕр, иккĕшĕ те амăшĕсемпе çеç çитĕннĕ, ашшĕсем пулман. Маня аппа сăмахĕсем тăрăх, амăшĕ ăна хирте утă çулнă вăхăтра çуратнă. Валентин та, Мария та мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çулла аслисемпе пĕрле утă çулнă, пуçтарнă, купаланă, кĕтÿ кĕтнĕ. Кĕркунне тыр-пул пуçтарас ĕçе хутшăннă. Вăл вăхăтра кашни çĕр улми, тырă пучахĕ шутра пулнă. Çакна ачасем аслисенчен кая мар ăнланнă. Хĕлле уроксем хыççăн амăшĕсене пулăшма васканă. Шыв йăтнă, витесене тислĕкрен тасатнă, выльăхсене апатлантарнă. Çуркунне ака ĕçĕсене хутшăннă. Нумай ĕçленипе алли-урисем, çурăмĕсем ыратнă пулин те ÿпкелешмен. Ĕçлесе те, канса та, выляса та ĕлкĕрнĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://vk.cc/cL0Wy8