Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанă — 23 июля 2026 г. в 13:00:05.181
Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанă Кармаскалă тăрăхĕнчи Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне йĕркене кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Юсав ĕçĕсене «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланă. Çул-йĕр ĕçченĕсем ресайклинг мелĕпе усă курса çул никĕсне тата çул айккисене çирĕплетнĕ, икĕ хутчен асфальтпа бетон сийĕ сарнă, разметкăсем тунă. - Асăннă çулпа çывăхри ялсенче пурăнакансем анлă усă кураççĕ, мĕншĕн тесен унпа Ĕпхÿ-Эрĕнпур Р-240 федераллă аслă çул çине тухма пулать. Кунсерен ун тăрăх 2,2 пин автомобиль иртет. Ял çыннисем асăннă лаптăка йĕркене кĕртме ыйтса пуçлăхсем патне çыру çырнă, паян çак ĕç вĕçленчĕ, - каласа панă Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Любовь Минакова.