Чувашская республиканская детско-юношеская библиотека
Образование · 6 июля 2026 г.
«Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ярӑмри кӑларӑма итлеме сӗнетпӗр — 6 июля 2026 г. в 08:45:25.186
«Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ярӑмри кӑларӑма итлеме сӗнетпӗр Кӑларӑмра ача-пӑча сӑмахлӑхӗнчи систерсе, тӗксе, шахвӑртса, каланӑ меслет пирки сӑмах пырать. Шӑпах ҫак меслетпе чӑваш халӑхӗ ачасене ҫитӗнтернӗ май ытларах вӗсем ҫамрӑклӑх тапхӑрне ҫитсен усӑ курнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫитӗнекен ӑру та пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне ҫак меслетпе тӑтӑшах усӑ курнӑ. Систерӳсем чӑваш халӑхӗ ача-пӑчана ҫитӗнтернӗ май вӗсен ҫитменлӗхсене критиклемелли ӑста меслет пулнине, ӑна усӑ куракансен ӑс-тӑнӗ ҫав тери ҫивӗч пулнине питӗ ӗнентерӳллӗ кӑтартса параҫҫӗ. 🎧Сӑмах пултарулӑхӗн хӑйне евӗр форми пек систерӳсем чӑвашсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Систернине пӗлтерекен сӑмахсем нумай пулни те ҫирӗплетет. Сӑмахран, вӗсем ҫаксем: юптарни, сӑмахпа систерни, шахвӑртни, ывӑтса калаҫни, шак хуни, тӗртсе калани. Шӑпах вӗсем ҫинчен каçӑпа куçса итлеме май пур https://chgtrk.ru/radio/programmy/halh-s---hakl/halah-as-hakale-220626 Аудиопередача иртнӗ кӑларӑмӑн темине малла тӑсать (пуҫламӑшӗ 25.05.2026). Аудиопередачӑна Чӑваш Республикин ачасемпе çамрӑксен библиотекин специалисчӗ Эвелина Малеева Чӑваш радио ӗçченӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ. «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ярӑмри передачӑсене паллӑ ентешӗмӗр, этнопедагог, ӑсчах Геннадий Волковӑн «Чувашская народная педагогика», «Этнопедагогика» кӗнекисем тӑрӑх хатӗрленӗ. «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ярӑм Чӑваш радио хумӗсем ҫинче тунтикун 7:50 сех. тухать. #70_лет_ЧРДЮБ #Главный_адрес_детства #Халӑх_ӑс-хакӑлӗ #ЧӑвашРадио #РадиоЧувашии #МинкультурыЧувашии

