⚡️ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» курав ...
⚡️ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» курав уҫӑлчӗ Экспозицире Чӑваш Республикин Художниксен союзӗн 20 ытла пайташӗн ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Праски Виттин "Атӑл кӗтречӗ" проекчӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Художниксене хӑйсен картинисемпе театра килекенсене паллаштарма кӑмӑл тунӑшӑн ЧР культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тав турӗ. Чӑваш халӑх художникӗ Николай Енилин театрпа художниксен туслӑ хутшӑнӑвӗсем малашлӑхра ҫирӗпленсе пырасса шаннине палӑртрӗ, пултаруллӑ артистсен потречӗсене ӳкерме сӗнчӗ. 📸Валентина Багадерова сӑн ӳкерчӗкӗсем тата видео 🎬Видеора: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Петр Пупин скульптор Канала ҫырӑнас