⚡️Тавах сана, альма-матер!
⚡️Тавах сана, альма-матер! Маргарита ФАДЕЕВА, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ: «1969 çулта диплом илтĕм. Институт манран çын тата агроном турĕ. Тырă, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерес енĕпе пĕлӳ нумай панăшăн Вадим Баталов доцента тата унăн мăшăрне ырăпа çеç аса илетĕп. 1969-1970 çулсенче Чăваш ял хуçалăх сăнав станцийĕн техникĕнче, 1970- 1972 çулсенче «Çĕнĕ пурнăç» колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçлерĕм. Опыт пулман. Пĕррехинче Александр Павлов председатель айлăмри костер лаптăкĕ çине пăхрĕ те манран çапла ыйтрĕ: «Ейӳ хыççăн юлнă 10 см хулăнăш юшкăн костера çитĕнме чăрмантармĕ-ши?» Тӳрех хуравлама аптăрарăм, çапах çухалса каймарăм. «Пĕлтĕр сие шăтарса тухнăччĕ-и?» — тесе ыйтрăм. «Тухнăччĕ», — хуравларĕ вăл. «Апла тăк кăçал та маххă памĕ», — терĕм. Тепрехинче улăхри уя пăхатпăр. Кунта маларах куккурус акнă, анчах тĕлĕ-тĕлĕпе шăтман. Сăлтавне шырама тытăнтăм. Айăпли — тымар хурчĕ (проволочник). Вăрăсен пĕр пайне шăтиччен çисе янă. «Куккуруса кунта акма юрамасть», — терĕм. «Мĕншĕн? Улăха çуллен вăл йышăннă», — хирĕçлерĕ Александр Никодимович, çапах тепĕр çул костер актарчĕ, вăл çуллен пысăк тухăç паратчĕ, çавăнпа кунта утă 15 çултан кая мар туса илчĕç. Сăнав станцийĕн апат производствин пай ертӳçинче ĕçленĕ çулсенче фермăсене белок нумай тытса тăракан культурăсем çитменни лăпланса пурăнма памастчĕ. Мордовири семинара пула шăпах пире кирлĕ культура — соя — тĕлне пултăм, ăна Чăваш Енре сăнама тытăнтăмăр, селекцилесе 7 сортне кăлартăмăр». Тĕплĕнрех – «Хресчен сасси» хаçатра (21.10.2026) Канала ҫырӑнас ВК ОК Дзен