Перейти к содержимому
Максиметер

⚡Тӗрлӗ регион пуканисем килӗç

⚡Тӗрлӗ регион пуканисем килӗç Юпа уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче Шупашкарта тӳрех икĕ фестиваль-форум иртĕ: «Юмахсен каруççелĕ» тата «Пĕрешкел пулма кирлех те мар». Пĕтĕм тĕнчери фестивальсене Чăваш патшалăх пукане театрĕ ирттерет. Кăçал та вĕсене Владимир облаçĕн пукане театрĕ, Çыр Чалли патшалăх пукане театрĕ, Ульяновск пукане театрĕ тата ыттисем хутшăнĕç. Вологда облаçĕн «Теремок» пукане театрĕ чăваш сцени çине пĕрремĕш хут тухĕ. Чикĕ леш енчи хăнасем те /Узбек наци театрĕн тата Китай пуканеçисем/ фестивале хăйсен пултарулăхĕпе илемлетĕç. Раççей патшалăх сцена искусствисен институчĕн /Питĕр/ пукане театрĕн режиссурăпа актер ăсталăхĕн кафедрин доценчĕ Амела Вученович ăсталăх класĕ ирттерĕ. Палăртмалла: кăçал «Юмахсен каруççелĕ» фестиваль аслă ӳсĕмри кураканпа калаçмалли инструмент та пулса тăрĕ, çав вăхăтрах ачасемшĕн те кăсăклă пулма пăрахмĕ. Канала ҫырӑнас ВК ОК Дзен

75 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

124 подписчиков · Лайфстайл

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Ещё по теме «Лайфстайл»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.