Альбина ЮРАТУ — 12 июля 2026 г. в 19:19:00.433
Альбина ЮРАТУ Ҫуралнӑ кунпа, АННЕ. Анне,паян - уяв,паян - ҫуралнӑ кун Сана чун-чĕререн халь саламлатпăр, Анне, эс пирĕнпе – епле телей, Сана хисеплесе пит юрататпăр. Эс килнĕ тĕнчене илемлĕ кун, Питрав уявĕ чăнласах шевлеллĕ. Çуралнă Чăвашра вĕр çĕнĕ чун, Аçу-аннÿшĕн пулнă эс хĕвеллĕ. Эс çемьере асли ачасенчен, Сан хыççăн 7 хĕрпе пĕр ывăл килнĕ. Пĕчĕкренех эс çитĕннĕ ĕçчен, Шкулта эс çав тери аван вĕреннĕ. Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялне Эс, ÿснĕ май, ытарлăн кăмăлланă. Ялти кÿршĕсемпе тăвансене Эс ырă суннă. Туссене сăйланă. Эс улăхри чечек пек çурăлсан Сана ялти пĕр каччă килĕштернĕ. Чун савнипе çемье шеп çавăрсан, Ăна ача-пăча эс парнеленĕ. Виç хĕр те икĕ ывăл йăл кулса: «Анне», - тесе кунран-кун савăнтарнă. Эс пурăннă çут телейпе тулса, Кашнин валли ыр ăш сăмах тупайнă. Калини ячĕллĕ колхоз сана Вун-вун ĕне сума хисеплĕн шаннă. Çук, шеллемен эс хăвăн вăй-хална, Ăмăртура эс çĕнтерме пултарнă. Ĕçленĕ эс ĕнÿсене савса, Раççĕйĕн шайĕнче сана чысланă. Кăкру çине çап-çут медаль çакса Хакланă. Тав туса хĕрÿ мухтанă. Тăмасть иртен кун-çул пĕр вырăнта, Часах эс çăкăр пĕçерме пуçланă. Чăн, сумлă çын эс пулнă районта, Çук çăкăртан асли – çакна ăнланнă. Колхоз ĕçне эс кÿлĕннĕ каллех Тăван район пекарни хупăнсассăн. Кунта вăй хунă мĕн пенсичченех, «Ĕç ветеранĕ» эс! Пурнан хавассăн. Килти хуçалăха тытса тăран, Пÿртре пачах та канлĕн эс лармастăн. Алса-чăлха пире валли çыхан, Тĕр тĕрлесе çын кăмăлне уçатăн. Анне пĕлмен чăваш юрри çуках, Тăвансене кĕрекене пухатăн. Аннешĕн пур тăван-пĕтен ахах, Сана та хисеплеççĕ. Тав тăватăн. Шел, аслă пĕлĕве эс илеймен, Сан ĕмĕтне эпир, пĕл, пурнăçланă. Кашни суйланă савнă ĕç пиртен, Кашни ачу чун савнă мăшăр тупнă. Володя Хусанта институтра Ятарлă аслă пĕлĕве туптанă. Директор халь пĕр Депортаментра, Тăватă ачине çунат вăл панă. Лена – химик, ăс пухнă Хусанта, Ик мăнукпа сана хăпартлантарнă. Валера спец! халь Татавтодорта, Ун çемйинче виç хĕр ! Чунпа вăйланнă. Ульха санран юлман, савать ĕçне, Шупашкарта институтра вĕреннĕ. Васкать вăл «Ренессанс» компанине, Мăшăрĕпе, виç ачипе хĕмленнĕ. Наçтук, ав, менеджер пулса ĕçлет, Коопераци енĕпе ăс пухнă. Ыр çемье хакне пĕлет, Савса качча вăл тухнă.Икӗ ывӑл. Килĕштерсе пурнаççĕ ачусем, Анне, эс туслă хутшăнма вĕрентрĕн. Кĕрекере лараççĕ тăвансем, Пĕр чĕлхерен эс пурăнма пĕлетĕн. Çич йăмăкпа шăллу паян çумра, Асли эс. Пĕртăвансене чунтан саватăн. Аçу ир кайнă. Чунĕ çăтмахра, Эс унăн сăнарне нихçан манмастăн. Аннÿ те сан нумай пурăнайман, Йăмăксемпе шăллу, эс тăлăх юлнă. Çавах йывăрлăха пач парăнман, Пуриншĕн те эс хăв«АННЕ» пулайнă. Эс çитĕнтернĕ пĕртăвансене, Кашнийĕшне тÿр çул çине тăратнă. Тав сăмахне илтен çине-çине, Мĕн-ма тесен чун ăшшипе пайлашнă. Ялан çапла пĕрле килĕштерсе Пĕр çемьери пек туслăн пурăнасчĕ. Пĕрне-пĕри савса, хисеплесе, Май пур таран вăй-халлăн пулăшасчĕ. Пире эс яланах килте кĕтен, Вун тватӑ мăнукна эс юрататăн. Пире, анне, телей сунса пиллен, Пин такăр çул сунса шав ăсататăн. Ан иксĕлтĕр çут юрату нихçан, Сан чун ăшши пурин валли те çиттĕр. Пуçа таятпăр тав туса паян, Утас çулна чечексемпе Тур виттĕр. Тавах сана ăс панăшăн çунса, Тăван çĕршывшăн кирлĕ çын тунишĕн. Утатпăр пурнăç çулĕпе шанса, Тавах, анне, пире кун-çул панишĕн. Ку сӑвва Альбина Юрату ятарласа аннен ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе ҫырса панӑччӗ.

