Уравӑшри ятлӑ- сумлӑ ветеран Мария Алексеевна Кузьмина 97 ҫул тултарнӑ! — 14 июля 2026 г. в 06:35:31.652
Уравӑшри ятлӑ- сумлӑ ветеран Мария Алексеевна Кузьмина 97 ҫул тултарнӑ! Менелникпе ӑна округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Казенова саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват, ӑраскаллӑ кунҫул суннӑ. Уравӑш клубӗн ертӳҫи Вероника Илларионова илемлӗ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса ветерана савӑнтарнӑ. Мария Алексеевнӑн ӗҫ биографийӗ тӑван ялти фермӑран пуҫланнӑ. Воркутари шахтӑра нумай ҫул вӑй хунӑ. Хаяр Ҫурҫӗр климачӗ унӑн кӑмӑлне тата ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Халӗ Мария Кузьмина тӑван ялӗнчех пурӑнать, ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗпе тимлӗхне туйсах тӑрать.

