Аслӑ ӑрурисем хисепре. — 4 августа 2026 г. в 07:10:45.659
Аслӑ ӑрурисем хисепре. Уйкас Явӑшри Ульяна Яковлевна Никифорова 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ветерана округ пуҫлӑхӗн заместителӗ Светлана Шашкарова, Мӑн Явӑш территори пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Туринге саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннӑ. Мӑн Явӑшри клубӑн пултарулӑх коллективӗ ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса Ульяна Яковлевнӑна хавхалантарнӑ. Юбилей кунӗ ветераншӑн чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ .

