Пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхипе литературине вӗренме хавхалантарас тӗ... — 30 апреля 2026 г. в 13:05:47.791
Пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхипе литературине вӗренме хавхалантарас тӗллевпе И. Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш чӗлхипе литературин Пӗтӗм тӗнче олимпиади ир трӗ. Унта тӗрлӗ регионти чи маттур вӗренекенсем тупӑшрӗҫ. Патӑрьел округӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗн 10- мӗш класӗнче вӗренекен Ева Агашевӑпа 11- мӗш класри Людмила Пудовкина та пулчӗҫ ҫав ушкӑнра. Хӗр ачасем тантӑшӗсемпе пӗрле шкул, округ чысне тивӗҫлипех хӳтӗлерӗҫ. Людмила Пудовкина призер пулса тӑчӗ. Евӑна та ҫак йыша лекме ҫур балл ҫеҫ ҫитеймерӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗр ачасене малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

