📌«Пирĕн шкул» темăпа ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕ
📌«Пирĕн шкул» темăпа ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕ ✅Паян Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 1а нумай чĕлхеллĕ класра (полилигвальный класс) «Пирĕн шкул» темăпа питĕ кăсăклă чăваш чĕлхи урокĕ иртрĕ. Ачасем çĕнĕ сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсене хускану, эмоци урлă ăса хыврĕç. Вăйăпа юрă ачасемшĕн чăвашла вĕренме пулăшакан хатĕрсем пулса тăчĕç. Урокра тăван шкул çинчен вĕреннине çирĕплетме вара кашни ачах хăйне уйрăм валеçсе панă ĕçсем пурнăçласа çирĕплетрĕç, диалог йĕркелесе ас туса юлма тăрăшрĕç. Ачасен чăвашла калаçас тата вĕренес хевти урокран урока ÿссе пырать.