МАОУ Красночетайская СОШ имени Героя Советского Союза И.В.Индрякова
Образование · 19 октября 2026 г.
Совет Союзĕн Геройĕ И.В. Индряков ячĕллĕ Хĕрлĕ Чутай пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулт...
Совет Союзĕн Геройĕ И.В. Индряков ячĕллĕ Хĕрлĕ Чутай пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта паян пысăк савăнăç.. Пирĕн полилингвальлĕ 1Б- мĕш класра вĕренекенсемшĕн паян чăннипех уяв кунĕ. Вĕсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ, çĕнĕ ĕç тетрачĕсене алла илчĕç. Ачасен куçĕсем епле ялкăшса кайрĕç! Кашнин аллинче — çав тери илемлĕ, çутă, хăйне евĕрлĕ тетрадь. Ку вĕсемшĕн — ахаль тетрадь кăна мар. Халĕ ĕнтĕ вĕсем те, аслисем пекех, çак чĕлхепе çырма, вулама, шутлама вĕренĕç. Тетрадь страницисем çинче, вĕсем валли тĕрлĕ вăйă, ребус, интереслĕ ыйтусем хатĕрленĕ. Ачасемшĕн чи пахи — вĕсем хăйсен тăван чĕлхипе мăнаçланма пуçлаççĕ. Ку тетрадь — вĕсен чунĕнчи чăвашлăха çуратакан пĕрремĕш утăм. Кашни ачан сăнĕ-пичĕ çинче — телейпе тулнă кулă. Вĕренӳ çулĕ вĕсемшĕн çĕнĕ савăнăçсемпе тулли пултăр!