МАОУ Красночетайская СОШ имени Героя Советского Союза И.В.Индрякова
Образование · 23 октября 2026 г.
Паян 1– мĕш полилингвальлă классене çӳрекенсемшĕн чăннипех асра юлакан кун пулчĕ!
Паян 1– мĕш полилингвальлă классене çӳрекенсемшĕн чăннипех асра юлакан кун пулчĕ! Шкул администрацийĕ ачасене валли хаклă парне хатĕрленĕ — чăваш чĕлхипе çырнă кун кĕнекисем (дневниксем). Ку — питĕ пысăк та вырăнлă парне. Вăл пĕрремĕш класс ачисене вĕренӳре кăна мар, хăйсен тăван чĕлхине, культурине, несĕлĕсен йăли-йĕркине те тарăнрах ăша хывма пулăшĕ. Кун кĕнеки çине пăхса, вĕсем чăвашла çырма, вулама, шутлама хăнăхса пырĕç. Кун пек парнесем ачасен чунĕнче Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратас туйăма çуратаççĕ, вĕсен чĕрине ăшăтса тăраççĕ. Пĕрремĕш класс ачисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче ăнăçу, «пиллĕксем» кăна сунатпăр!