Паян Ака уйӑхӗн 23 мӗшӗнчӗ "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2026" акци иртрӗ .Акцин тӗп задачисем: — 23 апреля 2026 г. в 11:35:20.018
Паян Ака уйӑхӗн 23 мӗшӗнчӗ "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2026" акци иртрӗ .Акцин тӗп задачисем: − тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси; − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Пирӗн шкулти 6-10 классенче вӗренекенсем ҫак акцие хаваспах хутшӑнчӗҫ. Паллах, диктант ҫырма пуҫличчен, ачасем орфографипе пунктуаци правилисене аса илчĕç. Эпир вара хамӑр чӑваш пулнишӗн мухтанатпӑр,та савӑнатпӑр ,чӑваш чӗлхине чунтан юрататпӑр. Паянхи акци усăллă та тухӑҫлӑ иртрӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр вӗренекенсене!

