Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче Г. Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 99 ҫул ҫитнине халалл...
Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче Г. Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 99 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявӗ иртрӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем "Кил илемӗ" кӗнекери ваттисен сӑмахӗсемпе афоризмсене усӑ курса хатӗрленӗ викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. 13 сехетре ачасем этнопедагог хайлавӗсемпе лартнӑ исценировкӑсем кӑтартса пултарулӑх енӗпе ӑмӑртрӗҫ. Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн "Чӑваш ачи" пултарулӑх ушкӑнӗ те конкурсра хастар хутшӑнчӗ. Ҫамрӑк артистсем Г.Н.Волковӑн "Тӗлӗнтермӗш курӑк" хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировка кӑтартрӗҫ. Ачасем хӑйсен тумӗсемпе, юрри-ташшипе, сцена ҫинче хӑйсене епле тытнипе куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. 6-мӗш класра вӗренекен Рахмин Р. вара викторинӑна хутшӑнса ваттисен сӑмахӗсене пӗлнине кӑтартса пачӗ. В школе N62 г. Чебоксары прошел конкурс инсценировок и викторина на знание произведений Г.Н. Волкова в рамках Межрегионального фестиваля-конкурса творчества обучающихся и педагогов "Хавхалану" . Творческая группа обучающихся школы N40 г. Чебоксары "Чӑваш ачи" приняла участие в этих двух номинациях.