💢"Чӑвашлӑх – чунра" конкурс
💢"Чӑвашлӑх – чунра" конкурс "Чӑваш чӗлхи вӑл - манӑн атте-анне, манӑн ҫемье тата ман халӑх чӗлхи! Мана асанне хӑй вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхене юратма вӗрентнӗшӗн питӗ савӑнатӑп. Манӑн та нихӑҫан та ыйту ҫуралман: мӗншӗн манӑн хамӑн тӑван (чӑваш) чӗлхене пӗлмелле?! Ку ӗнтӗ манӑн пӗр пай пулӗ. ЧӐВАШ чӗлхи вӑл - эпӗ калаҫма вӑтанман чӗлхе, атте-аннене, тӑван тӑрӑха, хам ҫуралса ӳснӗ вырӑна юратнине пӗлтерекен чӗлхе!" – пӗлтерет Комсомольски округӗн 1-мӗш "Пучах" ача садне ҫӳрекен Юлия Сорокина. Пултарулăх ертÿçи: Григорьева Елена Владимировна #чӑвашлӑхчунра #чувашвдуше