МБОУ "Большечеменевская СОШ" Батыревского МО, Чувашской республики
Образование · 8 сентября 2026 г.
2026 ҫулхи авăн уйăхĕн 8-мӗшӗ – В.В. Путин Президент Указĕпе килĕшÿллĕн Раҫҫей Федераци... — 8 сентября 2026 г. в 09:43:08.790
2026 ҫулхи авăн уйăхĕн 8-мӗшӗ – В.В. Путин Президент Указĕпе килĕшÿллĕн Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх чӗлхисен кунĕ шутланать. Çак кун «Раҫҫей – халӑхсен ҫурчӗ» проекта тĕпе хурса хамăр çĕр-шыв талккăшĕпех Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисемпе диктант ирттереҫҫӗ. Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекенсем те тăван чăваш чĕлхипе диктант çырас ĕçе хутшăнчĕç. Диктант текстӗнче паллă авар поэчӗн Расул Гамзатовăн произведенийӗсен сыпăкӗсем пулчĕç. #Новаяшкола

