МБОУ "Чиршкасинская ООШ имени Л. В. Пучкова" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики
Образование · 5 июня 2026 г.
ЛАГЕРЬТЕ— ТУТЛӐ ТА ИЛЕМЛӖ АКАТУЙ
ЛАГЕРЬТЕ— ТУТЛӐ ТА ИЛЕМЛӖ АКАТУЙ 🤸🏃 Акатуй эрнин чи тутлӑ уявне лагерьти 8-мӗш кун паллӑ турӑмӑр. Уяв кунне пуҫличчен ачасем яланхиллех линейкӑра палӑртнӑ тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Лагерь пуҫлӑхӗ Алангова Е.В. паянхи куна ӑнӑҫлӑ ирттерме сунса каласан вӗренекенсем ирхи зарядка турӗҫ. 📖📒Кӗнеке вулама та манмарӗҫ ачасем, мӗн вуланине пӗр-пӗрне каласа пачӗҫ, иллюстрацисем турӗҫ. Каярахпа уҫӑ сывлӑшра чӑваш вӑййисене те вылярӗҫ, пӗр -пӗрне хавас кӑмӑл парнелерӗҫ. 📌Паян Акатуй кунне чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫне халалларӑмӑр. Наци ҫимӗҫӗҫем пирки воспитательсем тӗплӗн каласа пачӗҫ, ун хыҫҫӑн кашни хӑйӗн юратнӑ ҫимӗҫне ӳкерчӗ, ӑна мӗнле пӗҫермеллин рецептне ҫырса пачӗ. Хӗрачасем ытларах хуплу, пӳремеч, чӑкӑт, хуран кукли пӗҫерме кӑмӑлланӑран вӗсене илемлӗ ӳкерчӗксенче кӑтартрӗҫ, мӗнле пӗҫермеллине ӑнлантарчӗҫ. Арҫын ачасем шӳрпе, шӑрттан хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсене аван пӗлни курӑнчӗ. Курав валли хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе кӑмӑллӑ фотосесси ирттерчӗҫ. 🕓⏳Шкул музейӗнчи аваллӑхпа паллашма та манмарӗҫ лагере ҫӳрекенсем. Унта экспонатсем ӗлӗкхи пурнӑҫа кӑтартса параҫҫӗ, паянхи пурнӑҫпа танлаштарма май параҫҫӗ. Алӑ арманӗпе ӗҫлесе пӑхни чылайччен асра юласса шанас килет. 🍪🍲Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, апат-ҫимӗҫ пӗҫерес ӑсталӑха манманни ҫамрӑк ӑрушӑн усӑллӑ пулнине вӗрентекенсем кӑна мар, ашшӗ -амӑшӗ те палӑртаҫҫӗ, кӑмӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Лагертьи черетлӗ кун кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ, ачасем чылай ҫӗннине пӗлчӗҫ, ҫут ҫанталӑк илемӗпе те киленчӗҫ.