📢«Упрар тăван чĕлхемĕре» конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр! — 20 января 2026 г. в 17:59:13.754
📢«Упрар тăван чĕлхемĕре» конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр! Оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем валли иртет. 📍Округ администрацийĕсем конкурсăн муниципалитет шайĕнчи çĕнтерӳçисене нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕччен палăртаççӗ. Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăрта тупăшаççĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ирттерет. 📎Тĕплĕнрех конкурс положенийĕнче паллашма пулать. Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 #МинобразованияЧувашии #ЗахаровМинобразования21 #чрио_конкурсы

