🇷🇺«Раҫҫей - халӑхсен ҫурчӗ» — 9 сентября 2026 г. в 03:26:04.782
🇷🇺«Раҫҫей - халӑхсен ҫурчӗ» 🏫Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем «Новая школа» проектпа килĕшÿллĕн паян, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей — халӑхсен ҫурчӗ» диктант çырчĕç. Диктант текстне ачасем малтан туллин итлерĕç. Унтан диктанта вĕрентекен пайӑн-пайӑн вуларĕ, ачасем çырса пычĕç. ✍️ Диктант текстнне авар чӗлхинчен куҫарса хайлавӑн тӗрлӗ сыпӑкӗсенчен йӗркеленӗ. Авторӗ - Дагестанӑн тата нумай нациллӗ совет литературин чӑн-чӑн символӗ пулса тӑнӑ чаплӑ авар поэчӗ Расул Гамзатов. 👨🎓Вĕренекенсен диктант çырнă хыççăн тăван чĕлхемĕре малалла та упраса аталантарас туйăм çуралчĕ. «Тӑван чӗлхе - мул-пуянлӑх, пур чир-чӗртен те сиплекен эмел», - тесе ахальтен мар çырать Р. Гамзатов. #Всероссийскийдиктант«Россиядомнародов» #ДеньязыковнародовРоссийскойФедерации #Новаяшкола

