Ытарайми тăван чĕлхемĕр, — 25 апреля 2026 г. в 20:32:23.371
Ытарайми тăван чĕлхемĕр, Сана манмастпăр ĕмĕрне. Çухатас çук атте-аннемĕр Пире пилленĕ парнене. Ваçлей Давыдов-Анатри Паян пысăк уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 1992-мĕш çултанпа паллă тăватпăр. Çак кун чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Вăл – чăваш халăхне çутта кăларакан, вĕрентекен, куçаруçă, этнограф, чăваш алфавитне тата пĕрремĕш букваре хатĕрленĕ паллă çын. Унăн пултарулăхĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул музейӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Е.А.Бондарев чӑвашсен пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен каласа пачӗ. #КошкиТеняковскаяООШ #ЧӑвашЧӗлхиКунӗ #ДеньЧувашскогоЯзыка

