Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, ... — 23 апреля 2026 г. в 11:17:54.970
Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие пурĕ 25 çын хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче вĕрентекенсем те хутшăнни савӑнтарчĕ. Çапла вара, эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр. Акцие хутшăнакансене пурне те пысăк тав! Маттурсем! #пӗтӗмчӑвашдиктанчӗ

