Кӗҫтук Кольцов (Константин Михайлович Кольцов), чăваш поэчĕ, поэт-салтак, ҫуралнӑранпа ...
Кӗҫтук Кольцов (Константин Михайлович Кольцов), чăваш поэчĕ, поэт-салтак, ҫуралнӑранпа 2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитрӗ. Ентеше сума суса ҫу уйӑхӗн 14-мӗшĕнче Энтрияль вăтам шкулӗнче астӑвӑм каҫӗ иртрӗ. Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекен Федорова Г. А. тата шкул библиотекарӗ Викторова Е. В. мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен «Пăшалпа та, перопа та» презентаци йӗркеленӗ. Астӑвӑм каҫне Галина Александровна ертсе пычӗ, ҫыравҫӑн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕ. Поэт Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, Муромри ҫар училищинче вӗреннӗ, унтан Карели фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн унăн чĕри фронт çывăхĕнчи пĕр госпитальте тапма чарăннă. Чӑваш сӑвӑҫне Карели Республикин Лоухи районӗнчи Сосновый ялӗ ҫывӑхӗнчи масарта пытарнӑ. Ялти шкулта сӑвӑҫ ячӗпе асăну кӗтесĕ йӗркеленӗ. Кунта ун ячӗпе хисепленекен урам та пур. Юбилей каҫӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсем ентеш сăввисене вуларӗҫ. Музыка вӗрентекенӗ А. А. Никоноров Кӗҫтук Кольцовăн «Йытта йытӑ вилӗмӗ», «Хӗрсен юрри» сăввисем тăрăх хăй хывнă юрăсемпе пухăннисен кăмăлĕсене тултарчĕ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ поэт тӑванӗсем, ял-йыш К. М. Кольцова сума сăвать. Анат Сурӑм ялĕнчи чи вӑрӑм урам поэт ячӗпе хисепленет. Ентешӗсем тӑрӑшнипе поэт çуралнă ҫуртра музей уҫăлнӑ. Никифорова Е. К. пуҫарнипе шкул ачисем парк йӗркеленӗ. Апла пулсан, Кӗҫтук Кольцовӑн ячӗ вилӗмсӗр. Ҫĕнтерӳçĕсен паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе чăтăмлăхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.