✍"Паттӑрсем вутпала ҫулӑм витӗр
✍"Паттӑрсем вутпала ҫулӑм витӗр Улӑпсем пек утаҫҫӗ паян. Ман ҫӗршывӑн юрри те, кӗвви те Аслатиллӗ кӗрлет ян та ян!"... Ҫак ҫулӑмлӑ сӑвӑ йӗркисен авторӗ - Кӗҫтук Кольцов - чӑваш поэчӗ, поэт-салтак, пирӗн ентеш. Паян, 2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. К. Кольцов ҫуралнӑ тӑван ялӗнче, Анат Сурӑмра, ентеше сума суса астӑвӑм каҫӗ иртрӗ. Юбилей каҫӗнче пирӗн шкул ачисем те хастар хутшӑнчӗҫ, ентеш сӑввисене вуларӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пурнӑҫӗ ытла та ир татӑлнӑ поэт тӑванӗсем, ял-йыш К. Кольцова сума сӑвать. Ентешсем тӑрӑшнипе поэт ҫуралнӑ ҫуртра музей уҫӑлнӑ, ялта парк йӗркеленӗ. Апла пулсан, Кӗҫтук Кольцовӑн ячӗ - вилӗмсӗр! #новаяшкола