Ман пĕчĕк аллăм аллунта, аттем,
Ман пĕчĕк аллăм аллунта, аттем, Эп пурнăç çулĕпе санпа утатăп. Эс - ман пуянлăхăм, эс - ман тĕнчем, Шанса çулпа хăюллăн эп пыратăп. 🍁 Паян Атте кунне паллӑ тӑватпӑр. 💞Атте – шанчӑклӑ тӗрев, ҫемье тыткӑчи, ывӑлшӑн вӑл ырӑ тӗслӗх, хӗршӗн вара вӗрентекен вырӑнӗнче. 💞Кашни ҫемьере ача ашшӗпе юнашар ӳстӗр, тӗрек илсе ҫитӗнтӗр! Ҫирӗп сывлӑх, телей, пур пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!