Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Р... — 23 апреля 2026 г. в 15:28:13.690
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренӳ акцине пирĕн шкул вĕренекенĕсем тата вĕрентекенĕсем хастар хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.Çак диктанта хутшăнни ачасене тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтерчĕ.

